Августăн 21-мĕшĕ маншăн чи хăрушă кун пулчĕ. Эпĕ питĕ хытă аптраса ÿкрĕм. Çак кун дежурствăра пулнă васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем мана вилĕмрен çăлса хăварчĕç. Ячĕ-шывĕсене пĕлместĕп пулин те, вĕсене чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех Вăрнар район больницин реанимаци уйрăмĕнче тăрăшакансем тата терапи уйрăмĕнче вăй хуракан Рена Никоновна Прокопьева заведующипе Анжелика Владимировна Спиридонова терапевт, медсестрасем те ăшă сăмахсене çеç тивĕç. Хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ кÿнипе эпĕ ура çине тăтăм. Ман пурнăçа çăлса хăварнă шур халатлă ĕçченсене пурне те чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçре ăнăçу, чăтăмлăх сунатăп.
Терапи уйрăмĕнчи 7-мĕш палатăра сипленнĕ А.ФЕДОРОВА.
Февраль 2026 |
