Чăваш йăли – Смоленскра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:46 Просмотров: 460

Чăваш йăли-йĕркине, юрри-ташшине аякри хулана ярмушкасем илсе çитернĕ.

Кунти культура çурчĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» халăх коллективĕ вырсарникун Пĕтĕм Раççейри фольклор коллективĕсен «Йăласем» конкурсне хутшăннă. Надежда Лаврентьева тата Эльвира Балыкова ертсе пыракан ушкăн сцена çинче чăвашсен туй йĕркине кăтартса ятарлă диплома тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле вара «Шурăмпуç» ансамбль Пĕтĕм Раççейри конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă, I степеньлĕ диплома илнĕ.

«Сирĕн номерсене пула конкурс пирĕн облаçăн культура пурнăçĕнчи паллă пулăм пулса тăчĕ, Смоленск облаçĕнче пурăнакансем тата хăнасем сирĕн творчествăна чăннипех те хапăлласа йышăнчĕç», – пĕлтернĕ Смоленск облаçĕнчи халăх творчествин центрĕн директорĕ Е.Кочанова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика