Пултаруллă хĕрачасем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.06.2018, 10:00 Просмотров: 629

Питĕ пултаруллă хĕрачасем çитĕнеççĕ Уравăш ялĕнче. Настя Ермошкина, Инна Прокопьева, Юлианапа Люба Ермошкинасем, Алина Федоровапа Кристина Аляхова – хĕрачасем вĕренÿре те чи маттуррисем, юрă-ташăра та чи пултаруллисем. Вĕсем пурте Уравăшри «Телей пайăркисем» ушкăнра юрлаççĕ. Кашни уяврах ял халăхне юрă-ташăпа савăнтараççĕ.

Районта иртнĕ республика шайĕнчи «Уçă саслă ачалăх» фестиваль-конкурса хутшăннă çак хĕрачасем. «Чи лайăх саслă юрăç» ята çĕнсе илсе республикăри пысăк конкурсра та хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе регионсем хушшинче иртекен конкурсра, «Поэзия» номинацинче, Александр Кăлканăн «Чее тилĕпе айван мулкач» юптарăвне вуласа Алина Федорова II степеньлĕ диплома, Юлианапа Люба Ермошкинасем (пĕртăвансем) сăвă каласа I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Юлиана хăй çырнă «Чăваш ен» сăввине вуланă. А.Ермошкина, Ю.Ермошкина, И.Прокопьева кăçал 11-мĕш класа лайăх паллăсемпе вĕçлерĕç. Вĕсене экзаменсенче ăнăçу сунас килет. Пурнăç çулĕ яланах такăр пултăр.

Любовь ЛУКИНА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика