Пĕрле ĕçлемелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.06.2018, 09:20 Просмотров: 557

Вăрнар район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ ертсе пынипе районти йĕрке хуралĕн органĕсен пĕрлехи йĕркелÿ канашлăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – миграци саккунĕсене пурнăçлас сферăри лару-тăру тата нацисем, конфессисем хушшинчи хирĕçÿсене асăрхаттарасси. Çывăх вăхăтра Раççейре футбол вăййипе тĕнче чемпионĕ пуçланнă май, ку ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

Йĕркелÿ канашлăвĕн ĕçне район администрацийĕн, муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн, полици пуçлăхĕсем, суд приставĕсен районти пайĕн, асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн ертÿçисем, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ хутшăнчĕç.

Вĕсем, тĕпрен илсен, Интернет сетĕнче экстремистла материалсене сарассине, вĕсемпе уççăн майпа паллашассине чарас тĕлĕшпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç.

Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе хушма мерăсем йышăннă. Вĕсем йĕрке хуралĕн органĕсемпе тĕн конфессийĕсен авторитетлă представителĕсен наци тата тĕн экстремизмне асăрхаттарассипе, наци паллипе йĕркеленĕ преступность ушкăнĕсен ĕç-хĕлне чарассипе ирттерекен пĕрлехи ĕçĕн эффективлăхне ÿстерес тĕллевлĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика