Министртан – диплом

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2018, 09:21 Просмотров: 560

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта республикăри медицина ĕçченĕсене чысланă. Сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсене професси уявĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Çак кун ачасем хушшинче ирттернĕ «Важная профессия моих родителей» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Святослав Спиридоновăн видеороликĕ те чыслава тивĕçнĕ. 8-мĕш класа куçнă арçын ача ашшĕпе амăшĕ çинчен кĕске фильм ÿкернĕ. Владимир Спиридонов нумай çул ĕнтĕ васкавлă пулăшу службинче вăй хурать. Амăшĕ – Елена Спиридонова – район тĕп больницин диета медицина сестри.

Святослав Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕнчен Владимир Викторовран диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна «Читай-город» лавккара кĕнеке туянма 2 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика