Кĕркуннехи тĕксĕм, йĕпе-сапаллă çанталăкра çул çинче питĕ тимлĕ пулмалла. Чăваш патшалăх автоинспекцийĕ хамăр округра каллех инкек пулнине пĕлтерет. Вăл вырсарникун çурçĕр иртсен «Çĕрпÿ-Ульяновск-Ачча-Çĕрпел-Вăрнар-Упи-Красноармейски» автоçулăн 24-мĕш километрĕнче тухнă.
Автоинспекцин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «ДЭУ НЕКСИА» автомашинăн 27-ри водителĕ çанталăк тата çул-йĕр условийĕсене шута илмен. Çавна май сылтăм енчи çул айăккине тухнă, кювета анса кайнă.
Инкекре машинăра пулнă 17-ри пассажирка суранланнă, ăна пулăшу пама медицина учрежденине çитернĕ. Каламалла, аварие лекнисем пурте машинăра хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăннă пулнă.
ГИБДД сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: çул çине тухакансен çанталăк условийĕсене те, çул сийĕ йĕпе е пăрлак пулнине те, хăвăртлăх режимне те çирĕп пăхăнмалла. Хăрушсăрлăх тимлĕхпе яваплăхран тата çул çинчи лару-тăрăва хаклама пĕлнинчен тÿреммĕн килет.
Хамăр инф.
Декабрь 2025 |
