Хура кĕркунне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.11.2025, 13:22 Просмотров: 241

Çитрĕ хура кĕркунне,

Карчĕ тĕттĕм чаршавне...

Унпа пĕрле ялан тĕтре:

Юрасшăн унăн кăмăлне.

Мĕскĕннĕн çилĕ макăрать:

Тăлăххăн çумăрĕ шаккать...

Ман тунсăхра хĕвел ăшши,

Хаваслă çăлтăрсен ташши...

Ан пăшăрхан, тархасшăн, тусăм!

Кашни ир çуралать шуçăм!

Пирĕн юратнă çĕр-Анне

Часах тăхăнĕ шур кĕпе!

Людмила

НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика