Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви субсиди уйăрма хăмла туса илекенсенчен заявкăсем йышăнать.
Патшалăх пулăшăвне çак отрасльте ĕçлекен уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпатĕнчи учрежденисем тивĕçме пултараççĕ.
Субсиди илмелли условисем çапларах: хăмла плантацийĕсем республика территорийĕнче вырнаçмалла, кăçал ял хуçалăх культурине çитĕнтерсе сутнине çирĕплетекен документсем кирлĕ, хăмла стандартсене тивĕçтермелле.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракан аталану çулĕпе пырĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Декабрь 2025 |
