Лару-тăрăва лайăхлатĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:44 Просмотров: 159

Коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕ тата «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕсен тĕллевĕсене пурнăçласси - çак ыйтусене пăхса тухнă республика правительствин черетлĕ канашлăвĕнче.

Çутçанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов ТКО çаврăнăшĕн системинчи улшăнусем çинче чарăнса тăнă. Вĕсен тĕллевĕ - çÿп-çап уйăрмалли çĕнĕ комплекссене хута кĕртесси тата хăйсен ресурсĕсене пĕтернĕ полигонсене оптимизацилесси. Çакă çÿп-çапа тирпейлессине эффективлăрах тума, экологи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă хытă каяшсене илсе тухассипе пĕрремĕш улшăнусем пулнă. Куславккара каяшсене - Çĕнĕ Шупашкара, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски тата Канаш округĕсенчен Канашри çÿп-çап уйăрмалли çĕнĕ комплекса турттараççĕ. 2026 çулта икĕ çĕнĕ комплекс хута ямалла - Патăрьел тата Муркаш муниципаллă округĕсенче. Ку уйăракан каяшсен калăпăшне 100 процент таран ÿстерме, тапхăрпа 6 полигона - Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрмар, Тăвай округĕсенче - хупма май парĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика