Ăнăçлă пурнăçланать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:45 Просмотров: 191

Чăваш енре «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Çурт-йĕр» федераллă проекчĕ палăртнă тĕллевсемпе пурнăçланса пырать. Кăçалхи 10 уйăхра, акă, çĕнĕ çурт-йĕре хута ямалли плана 83 процент чухлĕ пурнăçланă. Пĕтĕмпе вара ку çулталăкра республикăра 818 пин тăваткал метр çĕклеме пăхнă.

Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, январьтен октябрь уйăхĕччен 679 пин ытла тăваткал метр ĕçе кĕртнĕ. Çак калăпăшран пысăк пайĕ - 382,6 пин тăваткал метр - уйрăм çурт-йĕре тивет. Нумай хваттерлĕ çуртсен пайĕ - 296,5 пин тăваткал метр.

Пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре хута ярассипе унчченхи пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар тата Канаш округĕсем малта пыраççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартассипе лидер - Шупашкар хули, уйрăм çуртсене çĕклессипе - Шупашкар округĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика