Африкăран - икĕ «ылтăнпа»!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:48 Просмотров: 174

Пирĕн паллă спортсменка - Ярмушкари Надежда Лаврентьева тата та пысăкрах çитĕнÿпе савăнтарчĕ. Африкăра ветерансем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ уçă чемпионатра вăл икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Надежда Алексеевна 20 тата 10 километрлă дистанцире пурне те кая хăварма пултарнă. Пĕтĕмпе вара ăмăртăва 25 çĕршыв представителĕсем хутшăннă.

«Çăмăл пулмарĕ, çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăя хывма тиврĕ»,- тесе çырса пĕлтерчĕ вăл финиш хыççăн.

Кăçал Надежда Лаврентьеван çитĕнĕвĕсем чăнахах та тухăçлă пулчĕç. Маларах вăл Китайра спорт ветеранĕсем хушшинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи вăйăсенче хăвăрт утассипе тĕнче чемпионĕ пулса тăнăччĕ. Тата маларах Санкт-Петербургра Раççей чемпионатĕнче ылтăнпа кĕмĕл, Беларуçре иртнĕ уçă чемпионатра ылтăн медальсем çĕнсе илнĕччĕ.

Ентешпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Ун иксĕлми талпăнăвĕ, спорта юратни ыттисемшĕн çутă тĕслĕх пулса тăрать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика