Çулталăк волонтерĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2025, 15:49 Просмотров: 138

Çак ята Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе тимлекен советникĕ Ольга Косарева «Доброфорум-2025» форумра тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Мы вместе» премин регионти çĕнтерÿçисене Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чысланă.

Олег Алексеевич паян республикăра ыркăмăллăх юхăмĕ аван аталанса пынине палăртнă. «Ыттисене пулăшакансем тĕнчене те ырăрах тăваççĕ. Волонтерсен пуçарăвĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ»,- тенĕ вăл.

«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ йĕркипе иртнĕ форум 300 ытла активиста пуçтарнă.

Ольга Николаевна Косарева шкул ачисене волонтер юхăмне анлăн явăçтарать. 2-мĕш шкулта ятарлă çар операцине пулăшассипе час-часах акцисем иртеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика