Пĕр чаплă организацин илемлĕ пилĕк хутлă общежитийĕ аякранах курăнса ларать. Хитре кантăк каррисем, чÿрече янаххи çинчи чечекĕсем чуна илĕртеççĕ.
Патнерех пырсассăн вара картлашка айĕ пушă кĕленчесемпе тулса ларнине асăрхатăн. Алăка уçсассăн çутă хăех çутатать, утнăçемĕн хыççăн сÿнет. 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр çав. Акă, алăк çине вырăсла тата акăлчанла çырса хунă.
Ак, тамаша! Çутă çутăлсанах коридорта таракансемпе хăнкăласем спортсменсем пек чупни курăнать. Çак хурт-кăпшанкă, чăвашсем каланă тăрăх, пуянсем патĕнче ĕрчет, иккен. Çаплах пулĕ, ирхине ирех чаплă тăхăннă çынсем çăмăл машинăпа ĕçе васкаççĕ. Пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, мачча çинче чупакан хăнкăласем çывăракан çын тĕлне çитсен парашютистсем пек аялалла чăмаççĕ, этем юнне ĕмме тытăнаççĕ. Общежитийĕ ача сачĕпе юнашар, тараканпа хăнкăла унта та çитмĕç-ши/
Вăт пĕр журналта çырни аса килчĕ. Германире ятарлă таракан ресторанĕ уçнă. Нимĕçсем каланă тăрăх, чăх ашĕнчен нимрен кая мар. Çав таракансене пухса типĕтсе нимĕçсем патне ăсатмалла. Çиччĕр. Апачĕ тутлă пултăр. Чăваш вăл çĕрулмие юратса çитĕнтерет. Ахальтен мар çак культурăна «иккĕмĕш çăкăр» теççĕ. Тырпул та акса туса илет. Йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ямасть те, ан ятăр та.
Анюкка аппа
Вăрнар поселокĕ
Декабрь 2025 |
