Вăхăтра сипленни пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2025, 09:05 Просмотров: 16

1998 çултанпа декабрĕн 11-мĕшне бронх астмипе кĕрешмелли кун тесе йышăннă. Çулсеренех ку чире асăрхаттарассине пысăкрах тимлĕх уйăрни ахальтен мар. Унпа аптăракансем республикăра та йышлă, чирлисен пурнăçне вăл самай йывăрлăх тата чăрмав кÿрет.

Бронх астми - сывлав тытăмĕн чирĕ. Ку чир генетика факторĕсем тата тулаш сăлтавсем пĕрлешнипе аталанать, вĕсем сывлав çулĕсен лăймака витĕмĕн вăрах шыççи патне çитерме пултараççĕ.

Бронх астмин паллисем, тăтăшлăхне кура, кашни пациентăн тĕрлĕрен, анчах вĕсем, тĕпрен илсен, пĕрешкел: сывлăш пÿлĕннин приступĕсем, кăкăрта хăрăлтатни тата шăхăрнă пек илтĕнни, хĕсни, типĕ е кăшт йăлмакаллă ÿслĕк. Симптомсем нумай чухне каçхине е ирхине ирех вăйланаççĕ, çавăн пекех йывăр ĕçленипе, хусканусем тунипе, сивĕ сывлăшпа, аллергенсемпе е сывлав çулĕсен инфекцийĕсемпе те çыхăнма пултараççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ю.РОМАНОВА, врач-терапевт

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика