Тухтăр çынна сиплет, ветеринар – этемлĕхе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2025, 09:12 Просмотров: 147

Вăрăм ĕмĕрлисем тĕлĕнмелле ырă та тăрăшуллă çынсем. Çулсем иртсен те ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнасшăн мар. Пур çынпа та тарават.

Нумаях пулмасть Шăхалĕнчи Елена Григорьевна Павловăна 95 çулхи юбилейĕпе чысланă.Тăванĕсем вăл ĕçчен, сăпайлă çын пулнине çирĕплетеççĕ.

Елена Павлова 1930 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Уйкас Ялтăрара нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1939 çулта çемье ашшĕсĕр юлнă, амăшĕн пилĕк ачине пĕччен çитĕнтерме тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пыракан çулсенче Елена Павлова кăнтăрла шкулта вĕреннĕ, кайран ял çыннисемпе колхозра вăй хунă. Йывăрлăхсем умĕнче ал усман вăл.

1947 çулта Елена Григорьевна Аçăмçырминчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă та Нурăсри педагогика училищинче çулталăк ăс пухнă. Хĕрачан телейĕ вăраха пыман. Шел те, педучилищĕне Канаш хулине куçарсан хĕрĕн киле таврăнма тивнĕ. Вĕренес кăмăлĕ çапах та пысăк пулнă, вăл 1948 çулхи кĕркунне Етĕрне хулинче ветеринарсем хатĕрлекен курсра çулталăк пĕлĕве тарăнлатнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика