Патриотлăхпа тулнă уяв

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2025, 09:12 Просмотров: 14

Раççей Геройĕсен кунĕ çĕршывĕпех анлăн иртрĕ. Паттăр йăх-несĕлĕмĕрсене тата паянхи хăюллă ăрăва сума сурĕç. Пирĕн округра та паллă датăна халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Акă, ытларикун патриотлăхпа тулнă концерт Вăрнарти культура çуртĕнче пулчĕ. Залра уйрăмах шкул ачасем йышлăччĕ. Шкулсенче çамрăк ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр тесе тăрăшаççĕ. Ара вĕсенче çĕршыв пуласлăхĕ-çке.

Мероприятие пухăннисем Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн видеосаламне итлерĕç. Вăл Геройсен кунĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Паян та Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланине, ятарлă çар операцийĕнче хăюлăх кăтартнине çирĕплетрĕ.

Раççей Геройĕсен кунĕ ячĕпе округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Чăваш енри Обществăлла палатăн членĕ, отставкăри полковник Станислав Афанасьев, «Щит Родины» организацин председателĕ Иван Яковлев саламларĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика