Сыхă пулăр, хăвăра упрăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2025, 09:36 Просмотров: 147

Çутçанталăк майĕпен шурă тумпа витĕнет. Хĕл тинех хăйĕн илемне кăтартма тытăнчĕ. Анчах çак илĕртÿллĕ вăхăтăн та хăйĕн хăрушлăхĕсем пуррине манмалла мар. Уйрăмах - шăнакан шыв-шур çывăхĕнче пулнă чух.

Пĕвесемпе кÿлĕсене, юханшывсене витнĕ хытă сий халĕ вуçех те хăрушсăр мар. Кăçал хĕл пуçламăшĕ ăшă килчĕ, шартлама сивĕсем те пулман, апла-тăк тин тытăнакан пăр шанчăклăхĕ иккĕлентерет.

Инкеке лекесрен çакна пĕлмелле:

Пĕр çыншăн 7 сантиметртан кая мар хулăнăш пăр хăрушсăр шутланать. Каток тума - 12 сантиметртан, çуран каçса çÿреме - 15 сантиметртан, автомобильпе çÿреме 30 сантиметртан кая мар.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика