Çамрăксем Тăван çĕршыв историне пĕлни, тăван халăхăн аваллăхĕпе кăсăкланни хаклă. Çак ăнтăлу вĕсенче аталанса пытăр, малашлăх пурнăçра та çул кăтартаканĕ пултăр тесе республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çав шутра ачасене патриотла мероприятисене йышлă явăçтарасси те тĕп вырăнта.
Нумаях пулмасть, акă, «Авангард» центр йĕркеленипе шырав отрячĕсен «Чĕре астăвăмĕ» республика фестивалĕ иртнĕ. Каламалла, Чăваш енри çамрăксем хушшинче шырав юхăмĕ вăйлă аталаннă. Хастар хĕрсемпе каччăсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен юлнă япаласене шыраççĕ кăна мар, пирĕн халăхăн паттăрлăхĕн паллисене уçаççĕ, астăвăма ĕмĕртен-ĕмĕре куçараççĕ.
Кăçал фестивале Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă. Вăл ку тăрăхри Шомик ялĕнчи Астăвăм палăкĕ умне чечексем хурса паттăрсем умĕнче пуç тайнипе уçăлнă. Фестиваль программи вара çамрăксемшĕн питĕ интереслĕ пулнă: лекцисем, спикер-сессисем, конкурс тĕрĕслевĕсем, кинокаç, кăвайт умĕнчи патриотла юрăсем, «Астăвăм çурти» акци...
Пирĕн округра шырав юхăмĕнче чылай çул ĕнтĕ ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем хастар. Шăпах вĕсем - «ВСХТ патриочĕсем» - Вероника Дмитриева командир ертсе пынипе хутшăннă та республика фестивальне. Вĕсен ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра та пĕрре мар мухтаса çырнăччĕ. Халĕ те вĕсемшĕн савăнмалăх сăлтав пур.
Пĕлтерме кăмăллă, вăрнарсен шырав отрячĕ тĕрлĕ конкурссенче пысăк результатсем кăтартнă. Пĕтĕмĕшле командăпа вĕсем призерсен йышне кĕме пултарнă - виççĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм ăмăртусенче те курăмлă çитĕнÿсем пур: «Архив шыравĕ» конкурсра - иккĕмĕш, «Пĕр экспонат музейĕ» конкурсра виççĕмĕш вырăн.
«ВСХТ патриочĕсем» - чăннипех маттурсем! Малашне те ăнăçу сунатпăр. Вĕсен пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ - ыттисемшĕн патриотлăх, çĕршывшăн тăрăшнин тĕслĕхĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Декабрь 2025 |
