Туслăх ĕмĕрех упрантăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2025, 09:40 Просмотров: 14

Эпĕ, ватă çын, апат-çимĕç туянас шухăшпа килтен тухрăм. Çул çинче хуллен утса пынă май лавккаран таврăнакан виçĕ тăвана хирĕç пултăм, вĕсене сывлăх сунса çапла каларăм: «Питĕ кăмăллă сирĕн çине пăхма. Эсир, виçĕ тăван, шăкăл-шăкăл калаçса, илемлĕн утса килетĕр».

Вĕсем Рита, Аля тата Люба пулчĕç. Хĕр чухнехи хушамачĕсем Платоновасем. Тăхăр ача çуратса, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ тахçанах пурнăçран уйрăлса кайнă. Ĕмĕр пĕр тикĕс иртмест. 5 ачи те тахçанах çут тĕнчере çук. Виçĕ хĕрĕ Малтикас Ялтăра ялĕнче тĕпленнĕ, ывăлĕ Вăрмар районĕнче пурăнать.

9 ачана пăхса ÿстерме çăмăл пулман. Ашшĕ - вăрçă ветеранĕ, учительте ĕçленĕ, амăшĕ почта уйрăмĕнче тăрăшнă, ял халăхне хаçат-журналпа тивĕçтернĕ. Укçа сахал тесе ĕçлемесĕр тăман, кашни кун килĕрен çÿренĕ. Вăт мĕнле йывăрлăхсене тÿснĕ вăл вăхăтри хĕрарăмсем. Ĕç укçи те, лавккасенче те хальхи пек ытлă-çитлĕ пулман, çапах та йывăрлăхсенче пуç усман.

Рита тата Аля ветеринари дипломĕсене алла илнĕ, нумай çул яваплăха туйса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Люба Шупашкарта пенсие кайичченех миравай судьяра вăй хунă. Виçĕ тăван пĕр-пĕрне пулăшса, йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттерме тăрăшать. Вĕсем чăн-чăн пултаруллă, маттур хĕрарăмсем.

Çитес 2026 çула Халăхсен туслăх çулĕ тесе палăртнă. Çавăнпа пур тăвансемпе, халăхпа килĕштерсе, хисеплесе пурăнма сывлăх, чăтăмлăх сунатăп. Тÿпере мир пултăрччĕ, кашни салтак тăван кил ăшшине туйса çуралнă тăрăха таврăнтăр.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика