Тĕпре - туризм юхăмне аталантарасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2025, 09:41 Просмотров: 13

Шупашкарта регионсем хушшинчи «Чувашия туристическая – зимний сезон» форум иртнĕ. Хăнасем валли «Пехет» агромаркетра ятарлă вырăн йĕркеленĕ. Унта тĕп хулан Çĕнĕ çул сăн-сăпатне сăнарласа кăтартнă, Атăлçи тăрăхĕнчи туризм маркетне, çавăн пекех «Паха тĕрĕ» фабрикăн коллекцийĕсене йĕркеленĕ.

Мероприятие «Тутлă Раççей» тата «Чăваш ен ăстаçă» фестивальсене тĕпе хунă, çавăн пекех «Чăваш енĕн алĕç ăстисем» конкурс çĕнтерÿçисене хаваслă лару-тăрура чысланă. Фестивале паян Чăваш енре пурăнакансемпе пĕрле çĕршывăн 14 регионĕнчен сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Мероприяти тăватă кун пынă.

2019 çултан пуçласа 2024 çулччен Раççейри шалти туризм виçĕ хута яхăн ÿснĕ. 60-тан пуçласа 90 млн çын таран çулçÿреве тухса тĕрлĕ регионсемпе паллашма кăмăл тунă. Чăваш Республикин тĕслĕхĕпе вара çав тапхăртах кăтарту 305 пинрен 879 пин таран ÿснĕ.

Форум ĕçĕн пĕрремĕш кунĕнчех туризм енĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессипе икĕ килĕшĕве çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов Пĕтĕм Раççейри «Русское географическое общество» тата «2ГИСО» обществăлла организацийĕпе килĕшĕве алă пуснă. Документ çутçанталăка сыхлакан проектсене пурнăçа кĕртме тата çутĕç программисене анлăлатас енĕпе пĕрле, çав шутра 2ГИС сервисĕнче çутçанталăкпа культура объекчĕсем çинчен актуаллă информаци вырнаçтарса пыма та витĕм кÿрĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика