Юнкун Раççейре Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен кунне паллă турĕç. Ку дата Хĕçпăшаллă Вăйсен историне 1959 çултанпа, РВСН Тĕп штабне туса хунăранпа, кĕнĕ. Вăл - çĕршывăмăрăн ядерлă хÿтлĕхĕшĕн яваплă тăракансен професси праçникĕ. Ăна чыслăн паллă туни ку çар тĕсĕ Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинче кăна мар, стратеги шайлашăвне тытса тăрассинче те пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетет.
Çак кун - Вăрнар округĕнчи ветеран-ракетчиксемшĕн те уйрăм дата. Вĕсем чылаййăн çар тивĕçне çак подразделенисенче, çăмăл мар условисенче пурнăçланă. Ку служба вара чăннипех элитăллисен шутне кĕрет, ун йышĕ тăшманăн пулма пултаракан тапăнăвне сирме талăкĕпех хатĕр тăрать.
Кăçал та уяв Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче тăнисене туслă йышпа пуçтарчĕ. Тĕлпулу вырăнĕ яланхиллех - Астăвăм скверĕ умĕнчи тĕп площадь. Пĕрлехи праçнике поселокра пурăнакансем те, ялсенчен те килсе çитнĕ. Тĕрлĕ çулсенче пĕр çар тĕсĕнче пулнисен пĕр-пĕринпе сÿтсе явмалли, аса илмелли, чăн та, нумай. Салтак пурнăçĕнчен асра юлнă самантсем, хăш чаçсенче, мĕнле специальноçсенче службăра тăни, çарти тус-юлташсемпе хутшăнни... - калаçу тем тавра та пычĕ. Уява пухăннисем çавăн пекех праçник ячĕпе авточупăва та хутшăннă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă палăк умĕнче пуç тайса хисеп тунă.
Каламалла, хамăр тăрăхри РВСН тытăмĕн ветеранĕсем хăйсен пĕрлĕхне малашне татах та çирĕплетесшĕн. Тĕп тĕллевсен шутĕнче - обществăлла пурнăçа, патриотлăх мероприятийĕсене хастартарах хутшăнасси те.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Декабрь 2025 |
