Кадастр учетне тăратнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:57 Просмотров: 147

Иртнĕ уйăхра Чăваш енре çĕнĕ 184 уйрăм çурта шута илнĕ, вĕсене пурне те кадастр учетне тăратнă. Ноябрьти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, ку цифрăсене Росреестрăн республикăри Управленийĕ пĕлтерет.

Ăçта ытларах регистрациленĕ-ха çĕнĕрен хăпартнă çуртсене/ Ведомство информацийĕ тăрăх, чи хастарри - Шупашкар округĕ. Кунта иртнĕ уйăхра 59 çурта регистраци тунă. Çавăн пекех республикăн тĕп хулинче те кăтарту чи пысăккисенчен пĕри - 36. Округсенчен Вăрнар тăрăхĕ те лидерсен йышне кĕнĕ - 10 çурта кадастр учетне тăратнă.

Унчченхи уйăхсене илес-тĕк, Чăваш енре октябрьте - 222, сентябрьте 190 пурăнмалли уйрăм çурта регистрациленĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика