Пĕрлĕх тупсăмĕ - пĕр-пĕрне хисепленинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:58 Просмотров: 102

Нацисем туслă пулни - çĕршыв тĕрекĕ. Çакна паянхи кун уйрăмах аван туятпăр.Чылай çĕршыв Раççей халăхне пĕр-пĕринпе вăрçтарма, историе тепĕр майлă çавăрттарма хăтланать.

Тăнăçлăхпа килĕшÿ тупсăмĕ вара - пĕр-пĕрне хисепленинче, тан условисенче пурăннинче. Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç эрнекун округ администрацийĕн нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕнче.

Ют çĕршыв гражданĕсем уйрăм тимлĕхре. Полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕ Алексей Константинов пĕлтернĕ тăрăх, округ территорийĕнче ытти патшалăх çыннисем 18-ăн пурăнаççĕ: Таджикистанран - 4-ăн, Узбекистанран - 5-ĕн, Украинăран - 3-ĕн, Азербайджанран, Турцирен, Литваран тата Молдовăран - 1-рер. Çавăн пекех Вăрнар район тĕп больницинче врачра Судан тата Туркменистан гражданĕсем тимлеççĕ. Кăçалхи тапхăрта аякран килнисене 97 çынна миграци учетне илнĕ.

Ларура кунашкаллисене куçран вĕçертменнипе пĕрлех вĕсене хамăрăн культурăпа, йăласемпе паллаштармалли пирки те каларĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика