Кăçалтан - пĕр хутчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:22 Просмотров: 74

Кăçалтан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат эрнере пĕр хутчен тухма тытăнчĕ. Вулакансем патне вăл кĕçнерникун килсе тăрĕ.

Республикăри ытти мĕнпур район хаçачĕ тахçанах çак мелпе тухать. Вăрнар район хаçачĕ кăна ку таранччен эрнери икĕ кăларăма тытса пычĕ. Анчах та Раççей Почтинчи улшăнусем пире те пырса тиврĕç.

Пĕр хутчен тухма тытăнни ун содержанийĕ, калăпăшĕ çине витĕм кÿмест. Вăл, тĕпрен илсен, эрнере 12 страницăпа тухса тăрĕ. Кĕске ĕç эрнисенче - 10 страницăпа. Танлаштарас пулсан, ытти округ хаçачĕсенчен пурте тенĕ пек сакăр страница кăна кăлараççĕ.

Вулакансене ăнланма ыйтатпăр. «Çĕнтерÿ çулĕн» çемйинчи кашни çынна тав тăватпăр, пĕрле пулнăшăн савăнатпăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика