Ултавлă пăр: асăрхануллă пулăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.01.2026, 09:33 Просмотров: 112

Çулсеренех пирĕн çĕршывра шыв-шурта чылай çын пурнăçĕ татăлать. Çакăн пек инкексем вара çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче, тĕрлĕрен сăлтавпа тухаççĕ. Çавăнпа та хăть хăçан та пĕве-кÿлĕсем, юханшывсем çывăхĕнче асăрханулăх çинчен манмалла мар. Акă, хĕллехи вăхăтра та сыхлăх правилисене пăхăнманни синкер патне илсе çитерме пултарать.

Асăрханулăх - хăрушсăрлăх никĕсĕ

МЧС службин ĕçченĕсем инкеке çакланасран çак правилăсене асрах тытма сĕнеççĕ:

Çÿхе, çирĕп мар пăр çине нихăçан та тухма юрамасть! Ун хулăнăшĕ 10 сантиметртан кая мар пулмалла.

Пăр шанчăклăхне куçпа пăхса та палăртма пулать: кăвакрах тĕсли - çирĕп, шурăраххи - икĕ хут çÿхерех. Сăрă е сарă тĕслĕреххи вара чи шанчăксăрри шутланать.

Хĕллехи шыв-шур çине талăкăн тĕттĕм тапхăрĕнче е кураслăх япăх вăхăтра ?тĕтрере, çил-тăманра, çумăрта% тухма юрамасть.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика