Ачасене улталаса çаратаççĕ 

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 11:06 Просмотров: 127

Ача-пăча та мушенниксен ултавне хăвăрт лекме пултарать. Вĕсене суйма, илĕртме е тата хăратма та питĕ ансат. Çакăнпа усă кураççĕ те шулĕксем. Ачасене улталаса ашшĕ-амăшĕ ячĕпе кредитсем илтерни те тем чухлех. Çитменнине, преступниксем вĕсене тем тĕрлĕ киревсĕр ĕç тутарма пултараççĕ.

Акă, республикăри Шалти ĕçсен министерстви нумаях пулмасть Шупашкарта 15-ри хĕрачан çемйи хытах шар курнине пĕлтерчĕ. Ун патне мобильлĕ çыхăну компанийĕн сотрудникĕ текен арçын шăнкăравланă-мĕн. «Сим-карта срокĕ вĕçленнĕ, ун ĕçне тăсма СМС-па килнĕ код кирлĕ», - тенĕ. Хĕрача ăна-кăна шутламан, мĕн ыйтнине тÿрех каланă. Çавăн хыççăн палламан çынпа калаçу вĕçленнĕ.

Анчах çакăнтан пĕтĕмпех пуçланнă кăна иккен. Кĕçех шкул ачипе «çар прокуратуринчен» çыхăннă: ун ячĕпе такам счет уçнă, ВСУ-на пулăшма укçа ярать тесе суйнă. «Террорла ĕçшĕн» тата «патшалăха сутнăшăн» суд тенкелĕ çине лартассипе те хăратнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика