Кĕнеке вулани çĕннине уçать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 13:56 Просмотров: 149

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна чылай çĕршывра паллă турĕç. Тĕрлĕ меро-приятисем йĕркелерĕç.

Шкулсенче иртнĕ тĕлпулу-калаçусенче кĕнеке çынсен пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Чылайăшĕн юратнă çыравçăсем, хайлавсем пур. Вуланă кашни страница кĕнеке тусне чăн-чăн киленÿпе тулнă телейлĕ самантсем парнелет.

Мăн Явăшри шкулта педагогсемпе ачасем пĕр-пĕринпе кĕнекесемпе ылмашăннă. Акă, физика вĕрентекенĕ Альбина Мартыновна та килти пуян библиотекăран кĕнекесем илсе килнĕ. «Кĕнеке вулани çĕннине уçать, ăс-хакăла пуянлатать», - тенĕ вăл.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика