Профессире маттуррисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:13 Просмотров: 186

Округра вĕрентÿ тытăмĕнче тимлекенсен професси ăсталăхĕн конкурсĕсем тытăннă. Учительсемпе воспитательсем хăйсен паха опычĕпе паллаштарнипе пĕрлех мала тухассишĕн те тупăшрĕç.

«Çулталăк воспитателĕ–2026» ята «Çеçпĕл» ача сачĕн воспитателĕ Алина Николаевна Маркова тивĕçнĕ. Лауреачĕсем - Çĕньял Хапăсри «Ивушка» тата Калининăри «Светлячок» ача сачĕсен ĕçченĕсем Наталья Павловна Мельденева тата Алина Вениаминовна Морякова.

«Самый классный классный» конкурс çĕнтерÿçи вара - Аçăмçырми шкулĕнчи Ирина Николаевна Белова.

Çавăн пекех Кÿстÿмĕрти, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенчи класс ертÿçисен Светлана Трофимован, Ольга Варюхинан тата Диана Илюшинан ăсталăхне те пысăк хак панă.

Педагогсем икĕ конкурсра та ачасемпе ĕçлессин вăрттăнлăхĕсене уçнă, вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе хăйсен çутă шухăшĕсемпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика