Тĕп вырăнта - чир-чĕртен сыхланасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.02.2026, 14:58 Просмотров: 25

Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова тÿрĕ лини ирттерчĕ. Ăна наци телекуравĕпе, «ВКонтакте» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăнра курма, наци радиовĕпе итлеме май пулчĕ. Регионти сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене Лариса Владимировна тĕплĕн çутатса кăçалхи плансем çинчен каласа кăтартрĕ, çавăн пекех республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Палăртса хăварар, тÿрĕ линие 100 ытла çын харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе тухрĕ. Эфирта янăраманнисене те хуравлĕç.

Чăваш енре пĕлтĕр сывлăх сыхлавĕн 51 объектне тĕплĕн юсанă, модульлĕ 9 ФАП, 2 врач амбулаторийĕ, врач практикин 3 офисне çĕкленĕ.

«Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроект пулăшнипе медицина тĕпчевĕсене тÿлевсĕр тухма май пур. 2025 çулта диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсене Чăваш енри 524 пин çын тухнă. Шур халатлисем 26 пин ытла чир-чĕр тупнă. Меллĕ пултăр тесе диспансеризацие предприяти-организацисенче те йĕркелеççĕ. Çапла майпа республикăри 42 пин ытла ĕçлекен çын сывлăха тĕрĕслеттернĕ. Медиксен бригади 1094 хутчен çула тухнă.

- Тата çакна асилтересшĕн: саккунпа килĕшÿллĕн ĕçпе тивĕçтерекенĕн 40 çул тултарнă тата çак ÿсĕмрен аслăрах çынсене кашни çул диспансеризаци тухма пĕр кун уйăрмалла, çав куншăн ĕç укçи сыхланса юлать, - терĕ Лариса Владимировна.

Çăмăллăхлă йĕркепе тивĕçекен эмелпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕç. Ют çĕршыв компанийĕсем пирĕн çĕршывран кайнăран этем пурнăçĕшĕн кирлĕ препаратсем туянас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулнă, халĕ чылай препарата Раççейре туса кăлараççĕ.

Хальхи вăхăтра сывлăх системинче «реорганизаци» иртни чылай çынна пăлхантарчĕ. «Хăшпĕр округсенчи больницăсене хупаççĕ» текен хыпар чăнлăхпа килĕшсе тăмасть тесе çирĕплетрĕ министр. Малтанхи пекех медицинăпа санитари пулăшăвĕпе вырăнти сиплев учрежденийĕнчех тивĕçтерĕç. Реорганизаци хыççăн хăшпĕр пысăках мар округсенче тĕпленнисем валли çывăхри больницăсенчи ансăр профильлĕ специалистсем патне çитме, сывлăха пахалăхлă оборудованипе тĕрĕслеттерме май пулĕ.

Санитари авиацийĕ 2025 çулта 78 хутчен вĕçнĕ. Çавна пула йывăр пациентсен пурнăçне çăлма, вĕсене «иккĕмĕш пурнăç» парнелеме май килнĕ. Кăçалхи планпа 71 вĕçев палăртнă.

Тÿрĕ линие пĕтĕмлетнĕ май тĕп приоритет - чир-чĕртен сыхланасси - пулнине çирĕплетрĕ Л.Тарасова. Паянхи диагностика оборудованийĕсем чир-чире вăхăтра тупса палăртма пулăшаççĕ. Диспансеризаци тухни - вăрăм та хастар пурнăç никĕсĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне - утăм» проектне ĕçе кĕртесси малалла пырĕ. Иртнĕ çул профилактика тĕрĕслевĕнче 70 пин çынна яхăн пулнă. Проекта пурнăçлама республика бюджетĕнчен 20,7 млн тенкĕ уйăрнă. Палăртмалла, проекта федераци шайĕнче чи лайăххи тесе палăртнă.

Елена Толстова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика