Ятарлă çар операцине хутшăнакансене те пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 15:23 Просмотров: 18

Хĕçпăшалпа çар хатĕрĕсен çаврăнăшĕ тĕлĕшпе саккунсем питĕ çирĕп.

Харпăр хăй кил-хуçалăхĕнче пăшал тытма ирĕк пур çынсен те мĕн-пур требованисене пăхăнмалла. Çакна Росгвардин патшалăх тĕрĕсле-вĕн тата лицензи ĕçĕн сотрудникĕсем асăрхаврах тытаççĕ. Унсăр пуçне граждансем СВО валли паракан çар хатĕрĕсене йышăнса вырăна ăсатассипе те нумай тимлеме тивет сотрудниксен хальхи вăхăтра.

Ĕç-хĕлĕн çак тата ытти направленийĕсем пирки службăн професси уявĕ умĕн республикăри тата муниципалитетсенчи журналистсене брифинга пухса каласа пачĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен ыйтăвĕсене Росгвардин Чăваш енри Управленийĕн офицерĕсем - Андрей Мулендеев полици подполковникĕ тата Евгений Назаркин полици майорĕ - туллин хуравларĕç.

Брифингра хускатнă тĕп темăсенчен пĕри - регистрацисĕр упранакан хĕçпăшалсене çынсене хăйсен ирĕкĕпе килсе пама хавхалантарасси. Ку хатĕрсем обществăлла йĕркелĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăлараççĕ, вĕсемпе усă курса преступленисем туни те пулма пултарать. Çак сăлтавпа тимлĕхрен тухмасть те ĕнтĕ Росгварди енчен ку çивĕч ыйту.

Республикăра, акă, ятарлă программа ĕçлет: унпа килĕшÿллĕн тупнă е тăвансенчен юлнă, урăхла каласан саккунсăр упранакан пăшалсемпе çар хатĕрĕсене килсе панăшăн укçан хавхалантарма пăхнă - кашни тĕсĕшĕн тÿлевĕ тĕрлĕрен. Ку ĕçе йĕркелеме пĕлтĕр муниципалитетсем пĕтĕмĕшле 500 пин ытла тенкĕ уйăрнă.

Иртнĕ çул акцие 29 çын хутшăннă, шалти ĕçсен органĕсене тата Росгварди подразделенийĕсене 23 единица пăшал, пăшалăн тĕп пайĕсене виççĕ, 622 штук çар хатĕрĕсем тата 1 килограмм ытла тар ?порох% килсе панă. Çакăн пек цифрăсене пĕлтерчĕç офицерсем брифинг вăхăтĕнче. Тÿлевсен виçи республикипе вăтамран 5000-7000 тенкĕпе танлашнă. Хăшпĕр округсенче вара 9000 тенке те çитнĕ. Регистрацилемен пăшалпа çар хатĕрĕсене хăйсен ирĕкĕпе килсе паракансен йышĕ уйрăмах нумаййисен хушшинче Вăрнар округне те асăнчĕç Росгварди ĕçченĕсем.

«Хĕçпăшалпа çар хатĕрĕсене кил-хуçалăхра саккуна уямасăр тытни уголовлă айăплавпа та вĕçленме пултарать. Çитменнине - пĕр-пĕр хăрушла инкекпе те. Çавăнпа та граждансен яваплăха ăнланмалла, кунашкал хатĕрсене тÿрех йĕрке хуралĕн органĕсене çитерсе памалла. Çакна харпăр хăй ирĕкĕпе тусан саккунпа килĕшÿллĕн явапран хăтарма та палăртнă. Тата, ак, укçан тÿлеве те тивĕçме пулать», - ăнлантарчĕç Андрей Мулендеевпа Евгений Назаркин. Каламалла, кăçал та ку мероприятисене пурнăçлама хăйтытăмлăх органĕсен бюджечĕсенче 536 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Сунар пăшалĕсен хуçисенчен нумайăшĕ вĕсем паян фронтра питĕ кирлине ăнланать. Чăн та, салтаксен нушисене пĕлекенсем, вĕсене пулăшас текенсем сахал мар. Росгварди сотрудникĕсем хыпарланă тăрăх, кунсеренех граждансем харпăр хăй пăшалне ятарлă çар операцине хутшăнакансене парас тесе подразделенисене килеççĕ, ку ĕçе пурнăçлама пулăшма ыйтаççĕ. СВО тытăннăранпа, акă, республика çыннисем 352-ĕн çапăçу хирне 409 пăшал тата 10 пин ытла патрон ăсатнă. Паллах - лицензипе ирĕк паракан служба сотрудникĕсем пулăшнипе. Çар хатĕрĕсене йышăнассине, çар чаçĕсене çитерессине, унта учета тăратса кунта шутран кăларассине, документацие хатĕрлессине вĕсем пĕтĕмпех хăйсем çине илеççĕ. Каламалла, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене ку майпа пулăшассипе те вăрнарсем ырă ятра - пĕлтĕр Росгварди урлă чи нумай пăшал янисен йышне кĕнĕ.

- Енчен те камăн та пулин пăшалсемпе патронсене СВО зонине яма шухăш пур-тăк, ку енĕпе нимле чăрмав та çук. Çакна валли хăвăр лицензипе ирĕк илнĕ подразделение пымалла. Çавăн пекех ведомствăн республикăри Управленийĕн официаллă сайтĕнче те мĕнпур информацие тупма пулать, - пĕлтерчĕç Росгварди сотрудникĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика