Ĕлĕк-авалах çынсем гвоздика (специ, чечек мар) çын сывлăхĕшĕн усăллă пулнине пĕлнĕ. Ăна Египетра, Индире тата Китайра пирĕн эрăчченех усă курнă. Тĕслĕхрен, Китайра императорпа калаçиччен гвоздика пĕрчисене чăмламалла пулнă. Эпидемисем вăхăтĕнче Европăри çынсем гвоздика пĕрчисене çăварта тытнă тата мăй çине шăрçа пек çакса çÿренĕ.
Гвоздика - Индонезири утравсенче 20 метр тăршшĕ ÿсекен йывăçăн бутонĕсем. Вĕсене чечекĕ çурăличчен татса типĕтеççĕ. Йывăçăн пĕтĕм пайĕ эфир çăвĕпе пуян. Бутонсенче вăл 22: таран. Унсăр пуçне çак усăллă веществосем пур: флавоноидсем, А, В, С, Е, К витаминсем, минералсем, протеинсем, клетчатка, углеводсем, липидсем.
Тĕпчевсем палăртнă тăрăх, гвоздика вируссемпе, кăмпасемпе тата бактерисемпе тухăçлă кĕрешме пултарать. Çавăнпа пĕрлех вар-хырăм ĕçне тата аппетита лайăхлатма, суставсем, шăл ыратнă чухне, юн пусăмĕ хăпарсан пулăшать, астăвăма лайăх витĕм кÿрет.
Гипертонипе аптракансене халăх медицининче çакăн пек хутăша ĕçме сĕнеççĕ: 4 стакан шыв çине 40 шт. гвоздика ярса вĕреме кĕртмелле. Вăтам çулăм çинче шĕвеке 0,5 литр юличчен пĕçермелле. Ăна апатланиччен 1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Иммунитета çирĕплетме вĕри чей çине 2-3 пĕрчĕ гвоздика хушмалла. Ревматизм, артрит, бронхит, неврологи чирĕсемпе аптрасан çăвăниччен ваннăна гвоздикăн эфир çăвне 1-2 тумлам яни çăмăллăх кÿрĕ.
Косметологипе кулинарире те усăллă специпе активлă усă кураççĕ. Анчах та çие пур хĕрарăмсен тата ачасен гвоздикăна апатланнă чухне усă курма юрамасть. Ыттисен те асăрхануллă пулмалла, малтан врачпа канашламалла. Организма талăкне 1 грамран ытларах гвоздика çăвĕ лекрĕ пулсан, вăл наркăмăшланас хăрушлăх пысăк пулнине шута илмелле.
Март 2026 |
