Волейбол турнирĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:00 Просмотров: 16

Вăрман Кипек шкулĕ Вăрнар муниципаллă округĕн çамрăкĕсемпе ветеранĕсене хăй патне пуçтарчĕ. Вăл «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕпе иртрĕ.

Ветерансемпе çамрăксен пĕрлештернĕ волейбол командисем линейкăна тăчĕç. Шкулти физкультура учителĕ Валерий Федоров командăсене саламларĕ. 74 çула пуснă ветеран-волейболист, запасри офицер Борис Сергеев паттăрлăх уйăхĕнче шкулсенче тĕлпулусем пулни çинчен аса илчĕ. Муркаш округĕнчи Калайкасси шкулĕнчи Хĕçпăшал музейĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Турнирта вăйăсем хастар иртрĕç. Вăрман Кипек команди малти вырăна тухса Кубока тивĕçрĕ. Александр Аввакумов ертсе пыракан Уравăш командипе Анаткас команди иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пограничниксемпе Янсарино ялĕн командисем те хастар вылярĕç.

Ялти фермерсем спонсорла пулăшу пачĕç, чей ĕçтерчĕç. Вырăнти администраци те медальсемпе грамотăсем хатĕрленĕ.

Ветерансемпе çамрăксем, куракансем савăнăçлă та тулли кăмăлпа саланчĕç.

ЯНСАРИН

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика