Чăваш енреашшĕ-амăшĕ валли «Çемье навигаторĕ» цифра сервисне ĕçе кĕртнĕ. Вăл ачаллă çемьесене кирлĕ пĕлтерĕшлĕ информацие пĕр çĕре пухса пĕрлештернĕ.
Халĕ килтен тухмасăрах пĕтĕм пулăшу мери, тÿлевсем пирки пĕлме, ачана тĕрлĕрен кружоксемпе секцисене çырма, интерактивлă картта çинче çывăхра вырнаçнă шкулсемпе ача сачĕсене, поликлиникăсене тупма пулать. Çавăн пекех çемьепе канмалли тата тÿлевсĕр консультаци илмелли вырăнсене те кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, çак проекта ĕçе кĕртни «ăслă регион» йĕркелемелли пĕлтерĕшлĕ тапхăр шутланать.
«Çемье навигаторĕ» ашшĕпе амăшĕсен вăхăтне перекетлеме май парать. Кирлĕ информацие тĕрлĕ сайтсенче вăрах вăхăт шыраса вăй-хала пĕтермесĕрех хăвăрт тупма пулать. Платформăпа мобильлĕ хатĕрсенче усă курма меллĕ. Актуаллă информаципе тивĕçтерес тĕллевпе ăна тăтăшах çĕнетсе, пуянлатса тăма палăртаççĕ.
Март 2026 |
