Тылри паттăрлăх...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:03 Просмотров: 136

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуç-лансан МТС-сенче ?машинăпа трактор станцийĕнче% ĕçленĕ арçын-трактористсем нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса кайнă, вĕсен вырăнне «хурçă утсем» çине чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем ларнă - ака ту-нă, тырă çапса илнĕ.

1941 çулта, вăрçăн пĕрремĕш уйăхĕсенчех, хĕрарăмсене МТС çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен курсĕсенче вĕрентме пуçланă. 1942 çул тĕлне пирĕн республикăра 346 хĕрарăм-тракторист тата хĕрарăмсенчен тăнă 10 трактор бригади уйсенче ĕçленĕ.

Çав тери йывăр вăхăтра, выçăпа сивве пăхмасăр тата канмасăр темиçе сменăпа ĕçлеме тивнĕ. Тракторсем юсама саппас пайсем те çитмен. Анчах та вĕсем чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă - ĕç нормине темиçе хут ирттерсе пурнăçлама пултарнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.

Вăл вăхăтри Вăрнарти МТС ĕçченĕсен хастарлăхĕ çинчен хамăр республикăра тухса тăнă «Красная Чувашия» хаçатра пичетленсе тухнă заметкăсенче вулама пулать:

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

таврапĕлÿçĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика