Ача çут тĕнчене килни - телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:04 Просмотров: 16

Этемлĕхĕн черченкĕ çуррин репродуктивлă сывлăхĕ ?РЗ% - пепке çуратма пултарни кăна мар, вăл ÿт-пÿ, ăс-тăн енчен йĕркеллĕ аталанни те, социаллă ăнăçлăх та, пурнăçăн мĕнпур тапхăрĕнче репродуктивлă системăн чирĕсем пулманни те. Тĕпрен илсен, РЗ мĕнле шайра пуласси пурнăç йĕркипе, ар хутшăнăвне епле тытса пынипе тÿреммĕн çыхăннă. Çакă вара çемьери хутшăнусене те витĕм кÿрет.

Çут тĕнчене кĕтнĕ те сывă пепкесем килччĕр тесен кашнин репродуктивлă сывлăха упрамалла. Акă, сĕнÿсем:

кашни çул хĕрарăмсен гинеколог, арçынсен уролог е андролог патĕнче пулмалла, тĕрĕсленни сывлăхпа çыхăннă проблемăсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма, кирлĕ мерăсем йышăнма пулăшать,

ача çут тĕнчене килни - телей, ăна çуратма планласан аванрах, ытти чухне контрацепципе усă курмалли пирки ан манăр, чир-чĕр паллисем пулсан тÿрех тухтăр патне каймалла,

сутана шăммин ?малый таз% органĕсен шала кайнă чирĕсем пулсан тухтăрпа канашламалла, сиплев курсне тухма тăрăшмалла,

сиенлĕ йăласенчен ?пирус туртнинчен, алкоголь шĕвекĕсене ĕçнинчен, наркотиксене иленнинчен % писмелле,

харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла,

талăкне 7-9 сехет енне çывăрмалла, тĕрĕс апатланмалла, стресран тухма пĕлмелле, физкультурăпа туслашмалла.

Хальхи вăхăтра сывă ача çуратма майсем çителĕклĕ. ОМС полисĕн йĕркипе 18–49 çулсенчи граждансем хăйсен репродуктивлă сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ.

Эльвира ЕГОРОВА,

Вăрнар район тĕп больницин акушер-гинекологĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика