Кăмăллă сутуçă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:05 Просмотров: 17

Ершепуç ялĕнчи Калинино райповĕн суту-илÿ магазинĕ, кирпĕчрен купаласа тунăскер, 1970 çулсенче ĕçлеме пуçланă. Эпир кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне тăхтавра пĕр-пĕринпе ăмăртса вунă е вунпилĕк пуслăх канфет илме унта пайтах чупнă.

Ку магазина хальхи вăхăтра та чылай çын кĕрсе таварланать. Ытларах Ершепуçпа Отиккăвă ялĕнче пурăнакансем. Кунта яланах мĕн кирлине туянма пулать. Кĕпе-тумтир, савăт-сапа, тĕрлĕ кĕрпе, апат-çимĕç. Таса, çутă, ăшă, тирпейлĕ ялан. Таварне сутакансем - çав тери кăмăллă хĕрарăмсем.

Надежда Аркадьевна Воронцова çирĕм пилĕк çул ытла çак магазинта тавар сутать. Уçă кăмăллă, вашават хĕрарăм. Ваттисемпе те, ача-пăчапа та, пуринпе те çемçен, илемлĕ куллипе йăл кулса калаçать. Тавара сĕнме пĕлет. «Çак пулла паян илсе килчĕç, питĕ тутлă, çуллă, илсе çисе пăхăр-ха», - тет. Ун кăмăлне ытараймастпăр - туянатпăр. Таварĕ те хăвăрт сутăнса пĕтет, планĕ те тулать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Надежда ИЛЬИНА,

Пенсионерка

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика