Уяв ячĔпе, пикесем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:06 Просмотров: 137

Шурă çĕмĕрт -

çутă ĕмĕт!

Чÿрече умĕнче шурă çĕмĕрт

Илĕртет çуркунне çурăлсан.

Пурнăçра çуралать çутă ĕмĕт

Савнипе кунсерен тĕл пулсан.

Тĕл пуласчĕ санпа, çут хĕвелĕм!

Ăшăтасчĕ ялан пĕр-пĕрне.

Маншăн вăл юратуллă телейĕм

Савăнса пурăнма ĕмĕрне!

Чÿрече умĕнче шурă çĕмĕрт.

Пит хитре-çке мерчен чечексем!

Çулĕсем те иртсен шурă çĕмĕрт

Туйăмпа парнелет-çке илем.

Сывлăха упрăр, мăнуксемпе киленĕр!

Пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем калама ан вăтанăр!

Хитрелĕх - виç кунлăх, илемлĕх чунра - ĕмĕрлĕхе!

А.ИЛЛАРИОНОВ

Чăрăшкас Хирлеп

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика