Ĕçри хваттерпе тивĕçтереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:06 Просмотров: 15

Чăваш енре бюджет сферинче вăй хуракансене ĕçри хваттерпе тивĕç-терес программа малалла тăсăлать. 2026 çулта çак тĕллевпе 48 служба хваттерĕ туянма палăртнă. Вĕсенчен 43-шĕ яллă тăрăхра ĕçлекенсем валли пулмалла.

Программăна пурнăçлама 9 муниципалитета софинансировани условийĕсемпе 69,4 млн тенкĕ енне куçарма палăртнă. Тăкаксен пĕр пайне республика, тепĕр пайне муниципалитет саплаштарать. Укçа-тенкĕн пысăк пайне Вăрнар округĕ тивĕçĕ. Кунта 15 хваттер туянма палăртнă. Улатăрта 10, Сĕнтĕрвăррипе Вăрмар округĕсенче 6, Çĕнĕ Шупашкарта 5, Куславккапа Комсомольски округĕсенче икшер, Хĕрлĕ Чутайпа Тăвай тăрăхĕсенче пĕрер хваттер туянма планланă.

Паянхи кун тĕлне бюджет сферинче вăй хуракан специалистсем валли муниципалитетсенче 402 служба хваттерĕ кирлине палăртаççĕ. Вĕсенчен 363-шĕ яллă тăрăхра тимлекенсем валли.

«Аварийлă çурт-йĕрсенчен куçарасси, тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси тата служеблă çурт-йĕр фондне йĕркелесси - пысăк тимлĕхре. Хуласенче вĕсем валли хваттерсем пулмалла, ялсенче уйрăм çуртсем хăпартмалла. Строительствăн калăпăшне ÿстермелле. Çак енпе тĕплĕн шухăшласа пурнăçланă ĕç социаллă программăсене вăя кĕртме тата республикăри строительство рынокне аталантарма импульс парĕ»,- палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

14 хут ытларах

2026 çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче Чăваш ен ют çĕршыва 577 тонна ытла тыр-пул тата малашне тирпейлемелли тавар ăсатнă.

Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 14 хут нумайрах.

Казахстана 225 тонна тулă хывăхĕ ăсатнă. Польшăна - 242 тонна горчица вăрри, 44 тонна йĕтĕн, 44 тонна вика, 22 тонна хуратул.

Тыр-пула инçе çула ăсатиччен фитосанитари тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика