Заводра та йĕркеленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:06 Просмотров: 16

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче официаллă майпа Хĕрарăмсен канашне йĕркеленĕ. «Чăваш енри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи, «Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕн координаторĕ Анастасия Кириллова предприяти сотрудницисемпе тĕл пулнă, унччен те çĕкленĕ ыйтăва – хĕрарăмсен юхăмне йĕркелессине - тепре хускатнă. Пухăннисем сĕнÿпе килĕшнĕ, пурте пĕр саслă пулса ăна йышăннă.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников та Хĕрарăмсен канашне йĕркеленине ырланă, унăн ĕç-хĕлне тытса пыма пур енчен пулăшма хатĕррине каланă. Хĕрарăмсен канашĕ предприятин черченкĕ пайне пĕрлештерме, обществăра хĕрарăмсен статусне çĕклеме, тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе кулленхи пурнăçа интереслĕрех тума май панине палăртнă.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн Хĕрарăмсен канашĕн председательне заводăн Проект офисĕн перекетлĕ производство енĕпе тимлекен специалистне Елена Лукоянована суйланă. Анастасия Кириллова Елена Алексеевнана саламланă май çемье вучахĕ, шанăçпа тимлĕх символĕллĕ чĕкеçсемлĕ тутăр çыхса янă. Обшествăлла ĕçре ÿсĕм-çитĕнÿсемпе палăрма, плансемпе пуçарусене пурнăçлама иксĕлми вăй-хал, хастарлăх суннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика