Конкурс иртет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2026, 14:08 Просмотров: 135

Пĕтĕм Раççейри «Земство почтальонĕ - 2026» конкурс старт илчĕ.

Асилтеретпĕр, ку конкурс «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проектне пула иртет. Ăна иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. «Раççей почти» организаци, çĕршыври Ял хуçалăх тата Цифра министерствисем, Раççейри çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕ те парти проектне ырланă.

Конкурс тĕллевĕ - почтальонсен профессийĕн сумне ÿстересси, çыхăну уйрăмĕсенче тăрăшакансене, çамрăк специалистсене ялта ĕçлеме хавхалантарасси. Заявкăсене ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурса 50 пин çынран сахалрах пурăнакан пĕчĕк хуласемпе ял тăрăхĕсенче вырнаçнă почта уйрăмĕсенче тăрăшакан ĕçченсем хутшăнма пултараççĕ. Финала тухнисене Мускавра çу уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче «Чи лайăх почтальон», «Халăх почтальонĕ» тата ытти номинацисенче чыслĕç.

Пĕлтĕр конкурса 86 регионтан 3 пин ытла заявка килни паллă. Сасăлава 130 пин çын ытла хутшăннă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика