Вут-çулăма пула - синкер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:04 Просмотров: 123

Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн уйрăмĕнчен хыпарлаççĕ: пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсланни пăшăрхантарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, республикăра инкексен шучĕпе курăмлă ÿсĕм палăрать.

Пирĕн округра та кăçал çăлавçăсем ултă хутчен вут-çулăма кĕрешме хутшăннă. Ку кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр шайрах. Анчах çулăм кÿнĕ сиенĕ вара чылай пысăкрах-мĕн: çынсем шар курнипе те, пурлăх çухатăвĕсем тĕлĕшпе те. Чи хăрушши, паллах, пушарта çынсем вилни. Кăçал ун пек синкерлĕ тĕслĕхсем иккĕ пулнă та ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри - иртнĕ кĕçнерникун Калининăра.

Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку инкек салари пĕр уйрăм хуçалăхра кăнтăрла иртсен тухнă. Çулăм çурт çумĕнчи пристройран ?верандăран% сарăлни паллă. Сăлтавĕ пирки специалистсем тĕрлĕ версисене пăхаççĕ, тĕрĕслевсем ирттереççĕ - вĕсен кăтартăвĕсем хыççăн пĕтĕмпех уçăмлă пулĕ.

Хуçалăхра çурт тăрри çуннă, веранди сиенленнĕ. Анчах чи хăрушши вара - çунакан çуртран кил хуçи хĕрарăмĕ тухайманни. Унăн сĕрĕм-тĕтĕмпе наркăмăшланнăран пурнăçĕ татăлнă.

Пирĕн хăрушсăрлăх хамăр яваплă, сыхă пулнинчен килет. Çакна ан манăр, асăрханулăх правилисене пăхăнăр - хăвăра та, çывăх çынсене те япăххинчен упрăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика