Чи кирли - асăрханулăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:04 Просмотров: 148

Пушарсен ытларах пайĕ электричествăпа газ оборудованийĕ, кăмакасем юсавсăррипе, вĕсемпе асăрханусăр усă курнипе, электросете харăсах темтепĕр чиксе тултарнипе çыхăннă. Анчах чи хăрушă сăлтав куç умĕнчех, вăл - çынсен тимсĕрлĕхĕпе çăмăлттайлăхĕ. Çавăнпа та пушарсене асăрхаттаракан правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Электричествăпа ĕçлекен приборсем

Инкексенчен сыхланас тесен, хăвăр е кам та пулин туса панă электроприборсемпе усă курма юрамасть - заводра кăларнисене çеç туянмалла.

Çĕмĕрĕлсен вĕсене юсама палламан-пĕлмен маçтăра мар, квалификациллĕ специалиста шанăр.

Приборсенчен розетка патне каякан пăралуксем сиенленнĕ пулмалла мар.

Çакна та ан манăр: электроприбор сĕтел-пуканпа сĕртĕнсен хĕртсе янипе çулăм кăларать.

Электричествăпа ĕçлекен приборсене асăрхавсăр хăварни, вĕсем çинче япаласем типĕтни, çунакан материалсемпе хупласа хуни нумай чухне инкек патне çитерет.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Асăрхав тата

профилактика ĕç-хĕлĕн округри уйрăмĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика