Помидор лартатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:12 Просмотров: 101

Темиçе çул ÿсекен помидор çинчен илтнĕ-и/ Çапла, 2-3 çул çимĕç кÿрекен помидор чÿрече анинче ÿсме пултарать.

Вĕсенчен пĕри - «Мечта» сорт. Ÿсентăран темиçе сезон çимĕç патăр тесен малтанах çирĕп калча ÿстермелле. Калча 10-15 сантиметр пулсан ăна сивве хăнăхтарма пуçламалла. Ăна яланхи савăта куçарса лартиччен самаях сулхăн вырăнта 3 кун тытмалла. Çулла пахчара çитĕнтерме юрать. Анчах малтанхи çул помидор, çĕрулми ÿснĕ вырăна суйламалла мар - фитофтороз ерес хăрушлăх пысăк. Тымар çимĕç çитĕннĕ йăран çинче вара асăннă сорт хăйне хăтлă туять.

1 тăваткал метр лаптăка 4 тĕп помидор лартсан çителĕклĕ. Вĕсен тăпрари пулăхлă япалана та илмелле. Помидор çитĕнсен, çимĕçне татнă хыççăн пысăк савăта лартмалла та 10-15 градус ăшă пÿлĕме илсе кĕмелле. Çакăн пек температурăра хĕл каçармалла. Çутă çителĕклĕ кирлĕ. Савăтри тăпра типсен ÿсентăран хăрса пĕтет. Çавăнпа шăварсах тăмалла.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика