Мартри пахчари ĕçсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:26 Просмотров: 113

Мартра ăшăсем тытăнаççĕ. Теплицăра вара температура тата та пысăкрах. Çавăнпа та унта март вĕçĕнче - апрель пуçламăшĕнче сивве чăтакан çимĕçсене акма юрать.

Çĕр мартра теплицăра тÿрех ирĕлме ĕлкĕреймест. Вăл хăвăртрах ăшăнтăр тесен йăрансене хура пленкăпа 1-2 эрнелĕх витмелле: вăл хĕвел пайăркисене туртса илĕ, çĕр хăвăртрах ирĕлĕ.

Çĕр пулăхне ÿстерес тесен март варринче сидератсем акмалла - клевер, пĕр çул ÿсекен люпин, вика е люцерна. Вĕсене 2-4 эрне ÿстермелле, кайран вара симĕс массăна пусмалла - азотлă удобрени пулчĕ те.

Пахчари çĕре мочевинăпа имçамласан лайăх. Ку ĕçе çĕр çийĕн юр ирĕлсе шыв тухсан, каçхине вăл пăрлансан ирпе ирех сапмалла: пĕр апат кашăкĕ - пĕр тăваткал метр çине. Кăнтăрла пăр ирĕлĕ, удобрени шывпа пĕрле çĕр ăшне анĕ.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика