Вĕлле хурчĕсем паян
Пĕр-пĕринпе ăмăртса
Тăрăшса пылне пуçтарчĕç,
Хуçисене савăнтарчĕç.
Çак тăрăшуллă, сарă вĕлле хурчĕсен хуçисем Отиккăвă ялĕнче Варринчи урамра пурăнаççĕ. Татьянăпа Алексей Григорьевсем çемье çавăрса, 20 çул ытла пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри пулăшса пыл хурчĕсем пăхаççĕ. Нумай çул вĕсемпе пĕрле вăрманти утарта пурăнса хăйсем те çав хуртсем пекех çивĕчленсе, маттурланса кайнă. Алексейĕн уттине сăнатăн та - вăл утса мар, вĕçсе пынăн туйăнать.
Утарĕ вĕсен инçетре, шалти хура вăрманта илемлĕ уçланкăра вырнаçнă. Ялтан вуникĕ çухрăм ытларах та пулать. Пыл хурчĕсем валли тарăн çырмана чавса пысăках мар пĕве тунă. Ун тавралла тĕрлĕ йывăçсем ÿсеççĕ: тÿрĕ шурă хурăнсем, чăрăшсем, хырсем, çавра çулçăллă çăкасем, паланпала пилешсем, кĕркунне тутлă, сарă мăйăрĕпе савăнтаракан шĕшкĕ тĕммисем. Шывĕ сивĕ, тăп-тăрă, сарă карас пуллисем çиелтех ишсе çÿреççĕ. Хуçисем çак пулăсене вăлтапа тытса вучах çинче ăшаласа çиеççĕ.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Надежда ИЛЬИНА,пенсионерка
Март 2026 |
