Хăтлăх пирки те шутласан аванччĕ…

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:30 Просмотров: 20

Вулакансем астăваççĕ пуль-ха кăрлач уйăхĕнче мĕнлерех сивĕсем тăнине. Пĕр кун манăн Вăрнара Шупашкартан автобуспа килме тиврĕ. Çул çинче мĕнлерех терт курассине пĕлес-тĕк, ун çине билет тем парсан та илместĕмччĕ терĕм хама хам Вăрнара çак рейспа çитнĕ хыççăн.

Палăртнă вăхăт тĕлне ытти пассажирсемпе пĕрле перронăн 10-мĕш платформи умне пуçтарăнтăмăр. Пирĕн хушăра утайман инвалидпа пĕчĕк ачаллă пассажирсем те пурччĕ. Автобус водителĕ таçта çухалса çÿренĕрен ?вăл хуларан тепĕр машинăпа эпир 15 минут енне сивĕре тăнă хыççăн тин çитрĕ% автобуса ларичченех самаях шăнтăмăр. Транспортра ăшăнăпăр-ха тенĕччĕ, анчах кĕрсенех унта та урамри пекех сивĕ иккенне туйрăмăр. Ку кăна та мар, ларкăчĕсем велюр е гобелен евĕр ăшă тытакан пиртен мар, клеенкăран пулнипе вĕсем çинче пушшех шăнма тиврĕ. «Ак ăçта телевизорпа час-часах асăнакан простатит текен чирĕн сăлтавĕ», - пырса кĕчĕ пуçа шухăш.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика