Малалла пире мĕн кĕтĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:34 Просмотров: 116

Пуриншĕн те паллă, çыхăну уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пур çĕрте те тенĕ пекех япăхса кайрĕ. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ку пĕтĕмпех почтальонсен ĕçне тивĕçлĕ шайра хакламаннипе пулса пырать. Çыхăну уйрăмĕсем кăткăслăхра пулнăран ялти ватăсемшĕн пурнăç питĕ йывăрланчĕ.

Пенсие банк картти çине куçарсан унпа ĕçлеме те, укçине кирлĕ чухне кайса илме те пултараймастпăр. Вăрçă ачисемшĕн çĕнетÿ тапхăрĕ лайăхах мар. Вĕсем халь пурте 90 çула çитсе пыраççĕ е вăл ÿсĕмрен иртнĕ ĕнтĕ. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ терт-нуша тÿснĕ, халь пенси илме тивĕçлĕ пулнă çынсем умĕнче каллех йывăрлăх. Юрать, ырă кăмăллă почтальонсем пур.

Аçăмçырми почтине вăхăтлăха янă Анастасия Григорьева 4 çул çак çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕ, вăл вăхăтра ватă çынсемшĕн лайăх пулчĕ. Малтикас Ялтăрари лавккана пырса хаçат-журнал, пенси валеçетчĕ. Анастасия Григорьева халĕ декрет отпускĕнче. Çемйинче килĕшÿпе юрату хуçалантăр унăн.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика