Виçĕмçулхинчен ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:35 Просмотров: 19

Пĕлтĕр Чăваш енре пурăнакансем банксенче виçĕмçулхинчен ытларах укçа-тенкĕ упранă. Финанс министерствин информацийĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри банксенче уçнă вкладсемпе ытти счетсем çинче ?эскроу счечĕсемсĕр пуçне% пĕтĕмĕшле 355 млрд тенкĕ тытнă. Ку кăтарту иртнĕ çул пуçламăшĕнчен 20,7 процент нумайрах.

- Депозитсен пысăк ставкисем перекетри укçа-тенке инфляцирен хÿтĕлеççĕ. Вкладсене вара 1,4 млн тенкĕ таран патшалăх страхлать. Хăшпĕр тĕслĕхсенче страхлав саплаштарăвĕн виçи ытларах та пулма пултарать. Сăмахран, 2,8 млн тенкĕ таран - вăрах вăхăтлăх, илмелли мар вкладсемпе, 10 млн тенкĕччен - укçа эскроу счечĕ çинче куçман пурлăх туянма упранать пулсан, - ăнлантарать Наци банкĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Максим Фролов.

Сăмах май, сахал тупăшлă çынсем, патшалăх пособийĕсене илекенсем, пĕлтĕрхи июльтен пысăк банксенче социаллă вкладсемпе счетсем уçма пултараççĕ. Вĕсен процент ставки - пĕр уйăхран пуçласа çулталăк таран депозитсенчен чи пысăкки. Ку тивĕçтерĕве «Госуслугинчи» Харпăр хăй кабинечĕ урлă та илме пулать.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика