Харăсах - 4 хĕрача

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:37 Просмотров: 18

Ача çут тĕнчене килни телей. Тĕлĕнмелле те, Саратов облаçĕнчи Натальйăпа Антон Безменовсен çемйинче вара тÿрех 4 пепке çуралнă. Хĕрачасене Ксения, Полина, Екатерина, Лилия ятсем панă.

Хĕрарăм тÿрех 4 ачапа йывăр çын чухне хăйне аванах туйнă. Палăртнă УЗИ тĕпчевĕ витĕр тухичченех Наталья Безменован тăван амăшĕ варти пепкесем пурте хĕрачасем пулнине çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев хыççăн калани чăна çаврăннă.

Саратов облаçĕнчи Безменовсен тĕслĕхĕ çĕршыври ытти регионта пурăнакан çемьесене те хавхалантарни куçкĕретех курăнать. Вĕсем СМС-пĕлтерÿсенче Безменовсене пепкесене çитĕнтерме çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, чăтăмлăх сунаççĕ.

Палăртмалла, пирĕн республикăра хĕрарăм харăсах тăватă хĕрача çуратнине ку таранччен регистрацилемен. Анчах та виçĕрешсем çут тĕнчене килеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем Вăрнарта та çырăннă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика