Чăваш ен - çĕрулми çĕршывĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2026, 09:38 Просмотров: 18

Тĕп хулари «МТВ-центр» суту-илÿ çуртĕнче тата «Пехет» агромаркетра регионсем хушшинчи «Çĕрулми - 2026» курав пулнă.

Унта Раççейри 18 регионти 78 компани хутшăннă. Китайран та хăнасем çитнĕ. Форум ĕçĕ-хĕлĕ «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕллевĕсемпе çыхăннă. Павильонсене 55 тонна çĕрулми вăрлăхĕпе тултарнă. Ăна ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем илсе килнĕ. Куравра «иккĕмĕш çăкăртан» хатĕрленĕ 100 енне блюдо пулнă.

Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикине çĕрулми регионĕ теççĕ. Кунта кирлинчен икĕ хут ытла «иккĕмĕш çăкăра» туса илеççĕ. Пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕнче çĕрулмине кашни гектар пуçне пухса кĕртес енĕпе малти вырăнта. Çак культурăна тирпейлес ĕç те вăйланса пырать: çĕрулмине типĕтеççĕ, крахмал, чипсы хатĕрлеççĕ. Республикăра çĕрулми туса илекенсене 17 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.

Куравпа Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев паллашнă. ЧР Ял хуçалăх министерстви тата федерацин А.Г. Лорх ячĕллĕ центрĕ пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Çавна май çĕрулми производствин пахалăхне лайăхлатасси, селекцине, «иккĕмĕш çăкăртан» апат-çимĕç хатĕрлемелли технологие аталантарасси тимлĕхре пулĕ. Наука центрĕнчен, акă, фри çĕрулми хатĕрлемешкĕн çĕнĕ сорт илсе килнĕ. Куравра «Раççей регионĕсенче çĕрулми туса илесси: сортсен ресурсĕсем тата çĕнĕ агробиотехнологисем» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Экспозицире тымарçимĕçсене çитĕнтерме пулăшакан ял хуçалăх техники валли те вырăн уйăрнă. Пыл, чăваш сувенирĕсем сутакансем те пулнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика